Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Михаил Николаевич Юхмана сумлӑ юбилей ячӗпе (75 ҫул тултарнӑ) чун-чӗререн саламлаҫҫӗ!
Юхма Мишши чӑннипех ача-пӑча ҫыравҫи. Унӑн ачасем валли ҫырнӑ вӑтӑр ытла хайлавӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене ӑса вӗрентни, ҫутҫанталӑкпа чӗрчунсен тӗнчипе паллаштарни яр уҫҫӑн курӑнать. Автор паянхи кун ҫивӗч тӑракан кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсене те хускатать. Ҫынсен хутшӑнӑвӗсем, ырӑпа усал кӗрешӗвӗ авалхи легендӑсенче хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗ янӑраҫҫӗ.
Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсене ачасем кӑмӑлласа ҫӳрени, хайлавӗсене вулани, тӗлпулусем ирттерни — Юхма Мишши юратнӑ ҫыравҫӑ пулнине ҫирӗплетет.
Канаш районӗнчи Сухайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова Валентина Михайловна Вӗренӳ институчӗпе пӗрле ятарлӑ презентаци хатӗрленӗ, унпа туллин кунта паллашма (swf, 3,2 Mb) пулать.
Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов.
Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать.
Эрнекун, пушӑн 25-мӗшӗнче «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятлӑ ӳнер ӑмӑртӑвӗн юлашки ӗҫӗсене йышӑнтӑмӑр. Ҫапла май вӑл вӗҫленни ҫинчен пӗлтеретпӗр. Ку ӑмӑрту хӑйне евӗрлӗ пулчӗ ӗнтӗ — эпир вырӑн палӑртмӑпӑр, ӳкерчӗксенчен чи илемлине суйламӑпӑр. Кам хутшӑннӑ — кашни хӑйне ҫӗнтерӳҫӗ теме пултарать. Парне вара — маларах каласа хӑварнӑ тӑрӑх — сирӗн ӳкерчӗк кӗнекере пичетленни пулӗ.
Ӳнер ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама май пур: пӗтӗмӗшле 30 ӗҫ ярса пачӗҫ, вӗсенчен иккӗшне, пахалӑхӗ ытла та япӑх пулнӑран, тӳрех пӑрахӑҫлама тиврӗ. Ыттисене КУНТА курма пултаратӑр.
Шел те, кӗнекере пичетлеме юрӑхлисем вӗсен шутӗнче нумаях мар. Ӑмӑрту йӗркине ӑнлантарса панӑ чухне тӗрлӗ тӗссене сахалтарах усӑ курмалли пирки каларӑмар пулин те хӑшӗ-пӗри пирӗн сӗнӗве шута илмен. Нумай сӑрласа тултарнисем те пур. Унашкал ӗҫсене кӗнекене кӗртме ытла та йывӑр. Теприсем тата ӗҫе хӑш хайлав тӑрӑх ӳкернине кӑтартман — пирӗн вӗсене тахӑш ҫумне вырнаҫтармалла тет...
Ӳнер ӑмӑртӑвне Елчӗк, Комсомольски, Канаш, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсенчи ачасем хутшӑнчӗҫ.
Канаш районӗнчи Атнаш ялӗн тӗслӗхлӗ вулавӑшӗнче кӗҫнерникун, пушӑн 10-мӗшӗнче, «Олимп вӑййисем: иртни, хальхи, малашлӑхри» ятлӑ ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫшӑн» ярӑмӗпе ирттерме палӑртнӑ пулнӑ.
Викторинӑра ачасем олим вӑййисем ҫинчен ҫӗннине чылай пӗлчӗҫ — ун кун-ҳулӗ пирки, Олим юхӑмӗпе талисманӗсем пирки. Ҫавӑн пекех вӑл вӑйӑсен программине кӗрекен спорт тӗсӗсемпе те паллашрӗҫ.
Ҫапла, Атнашри вулавӑш ӗҫченӗсем ахаль лармаҫҫӗ, ӑмӑрту хыҫҫӑн ӑмӑрту ирттереҫҫӗ, мероприяти хыҫҫӑн — мероприяти. Хӑтлӑ кунта — вулавҫӑсем хӑйсене килти пекех туяҫҫӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, иртнӗ кӗҫнерникун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ю.М. Артемьевӑн «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Ку мероприятие ҫавӑн пекех литература тӗпчевҫи 70 ҫул тултарнине халалласа ирттерчӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Юрий Артемьевӑн ҫӗнӗ кӗнекинче эсир чӑваш литературинче палӑрнӑ ҫичӗ ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тишкерӗвӗпе паллашма пултаратӑр. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Фёдор Павлов, Илле Тӑхти, Петӗр Хусанкай, Хветӗр Уяр тата Юрий Скворцов хайлавӗсене Юрий Михайлович ҫӗнӗрен вуласа тухса, тарӑннӑн тишкернӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те ҫутатмасӑр хӑварман.
Юбиляра саламлама чылайӑн пынӑ: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин (вӑлах Михаил Игнатьев Президентӑн Тав хучӗпе чысларӗ), ЧГПӐИ директорӗ Юрий Исаев, Канаш районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владислав Сафронов, Алексей Трофимовпа Михаил Кондратьев ӑсчахсем, «Тӑван Атӑлӑн» шеф-редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем пулчӗҫ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Янкӑлчри (Канаш районӗ) Н.Ф. Гаврилов РФ Паттӑрӗ ячӗпе хисепленекен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул хӑйӗн 130 ҫулхи юбилейне палӑртма хатӗрленет. Шкултан вӗренсе тухнисене, хӑнасене, ҫак паллӑ куна палӑртма килӗшекенсене пурне те ялти культура ҫуртне чӗнеҫҫӗ! Пуҫламӑшӗ 10 сехетре!
Кун-ҫулне тиштернӗ май ҫакна палӑртма пулать: Янкалчри шкула 1881 ҫулта уҫнӑ. 1938 ҫултанпа ӑна вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ, унта вӑл вӑхӑтра 320 ача пӗлӳ пухнӑ. 10-мӗш класран чи малтан 1941-42 ҫулсенче вӗренсе тухнӑ.
2001 ҫулхи чӳкӗн 15-мешӗнчен пуҫласа шкула ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтма пуҫланӑ. Ҫав ҫулти раштав уйӑхӗнче унта пӗрремӗш компьютер вырнаҫнӑ. 2002 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче шкул тӗнче тетелӗпе ҫыхӑннӑ.
2004 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче президентӑн «Ҫӗнӗ шкул» программине пурнӑҫланӑ май шкул автобуслӑ пулса тӑнӑ.
2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шкула Н.Ф. Гаврилов ятне панӑ. Ҫав ҫулах шкул кун-ҫулӗнче тепӗр паллӑ кун пулса иртнӗ — раштавӑн 17-мӗшӗнче Ҫарпа ӗҫ хасталӑхӗн музейӗ уҫӑлнӑ. Тепӗр ҫул авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкулта кадетсен класӗ уҫӑлнӑ (Канаш районӗнче малтанхи хут).
Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...
Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.
Кӑшнаруйри тӗслӗх вулавӑшӗнче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Кашни кун тенӗ пек кунта мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, чӳкӗн 18-мӗшӗнчех ял ҫыннисем валли «Ҫӗнӗ документ» ятлӑ компьютер урокӗ иртнӗ — аслӑ ҫулсенчисем унта офис программинче ҫӗнӗ документ хатӗрлеме вӗреннӗ. 4 ҫын хутшӑннӑ пулин те ӗҫӗ пурах. Ытларикун, чӳкӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ урока вара 5-ӗн хутшӑннӑ — вӗсем ҫӗнӗ документа калӑпланӑ чухнехи вӑртӑнлӑхсемпе паллашнӑ.
Шӑматкун, чӳкӗн 27-мешӗнче, вулавӑшра тепӗр мероприяти иртмелле — «Хӗрӳллӗ лирик» ятлӑ поэзи сехечӗ.
Кӑшнаруйри вулавӑша тӗслӗхлисем шутне 5 ҫул каяллах, 2005 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче кӗртнӗ. Унта Кӑшнаруй, Анат Сурӑм, Шӑхаль ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ, ҫулталӑкне пурӗ 750 ытла. Кӑшнаруй ялӗнчи вулавӑша уҫасса 1955 ҫултах уҫнӑ. 1990 ҫулта вӑл ял клубӗн иккӗмӗш хутне куҫнӑ, пӗтӗмешле 60 тӑваткал метр йышӑнать. Кӗнеке фондӗнче 6 пин ытла экземпляр.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ.
В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.
Кӑҫалхи шӑрӑх ял ҫыннисене чӑн та ҫӑл ыйтӑвне ҫӗнӗлле пӑхма май пачӗ пулас: кашни ял тӑрӑхӗчен тенӗ пекех ҫӑлсене тасатни, вӗсене тирпей кӗртни пирки хыпар килет. Хӑш-пӗр ялсенче вара ҫӑлсене тасатнипе ҫырлахмаҫҫӗ, ҫӗннисене те алтаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗҫпӗлте Ленин урамӗнчи ҫырмара ҫурлан 5-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса ҫӗнӗ ҫӑл алтрӗ. Каласа хӑвармалла ӗнтӗ — унччен маларах ял халӑхӗ ялти 7 ҫӑла тасатнӑччӗ.
Колонка таварашӗ ҫынсене ҫӑмӑлӑх парать пулин те, тахҫанхи ҫӑлсем пирки те манса каймалла маррине ҫак шӑрӑх лайӑх ӑнлантарса пачӗ пулас. Чӑн та, курӑк ӑшне путнӑ ҫӑлсене курсан чун хурланатчӗ, кӑҫал вара унашкал ҫӑлсен йышӗ самай чакрӗ пулас.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.